Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эс хитре (Волгин В.)

Эс хитре. Ҫийӗнте
Ялкӑшать пурҫӑн тум,
Кӑтралатнӑ ҫӳҫӳ
Сан питне эрешлет,
Илӗртӳллӗн кулать
Писевленӗ туту,
Ӑнланатӑп—саван,
Сана куншӑн—рехмет.

Вальс кӗвви шӑранса
Илтӗнсен вӑйӑра,
Эс мӑнаҫлӑн пӑхса
Ҫӗкленен чи малтан.
Авкаланчӑк, чечен
Ҫаврӑнан ташӑра,
Сисӗнет: Ман пекки
«Урӑх ҫуккӑ ялта».

Юрӗ. Урӑх ан пултӑр.
Тек кирлӗ те мар...
Кур епле ыттисем —
Пирӗн тантӑшхӗрсем?
Лӑпкӑн, ӑшшӑн пӑхни —
Яш чӗрешӗн кӑвар,
Илемленнӗ ӗҫре
Ытарми сӑнӗсем.

Кашниех тӑрашать
Ырӑ чунлӑ пулма,
Ӗҫҫинче те — ӗҫчен,
Вӑйӑра та кал-кал.
Пӗр эс ҫех вӗҫкӗнле
Тыткалатӑн хӑвна,
Пӗр эс ҫех ӗҫҫинче
Курӑнатӑн сахал.

1954

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 09:04:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2822 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем